Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан фермер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2019 ҫулта ҫав ҫамрӑк арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑх туянма тесе патшалӑхран 3 миллион тенкӗ грант илнӗ.
Нумаях пулмасть пакунлисем фермер отчёт валли суя документсем тӑратнине тупса палӑртнӑ. Улталаса арҫын 250 пин тенке вӑрланӑ-мӗн.
Йӗрке хуралҫисем тата Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те нимле ферма та курман.
Халӗ ял ҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 15-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ене сыр пӗҫерекен Раҫҫейри паллӑ ҫын килсе ҫитнӗ. Вӑл Фермерсен слётне хутшӑнать.
Аса илтерер: паян, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче фермерсем слёта пуҫтарӑннӑ.
«Русский пармезан» (чӑв. Вырӑс пармезанӗ) сыр пӗҫерекен предприятие уҫнӑ Олег Сирота Фермерсен слетӗнче хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать.
Хӑна «Халӑх фермерӗ» ассоциацие те кӗрӗ-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре тыр-пула тата пӑрҫа йышши культурӑна 227,5 пин гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Ку пӗтӗм лаптӑкӑн – 77 проценчӗ. Ял хуҫалӑх производителӗсем 765 пин тонна тырӑ тӗшӗленӗ. Ҫав шутра – 440 пинӗшӗ – тулӑ, 237 пинӗшӗ – урпа, 25 пинӗшӗ - ыраш.
Республикӑра пӗтӗмпе 300 пин ытла гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртмелле. Кунсерен уй-хирте 700 яхӑн комбайн ӗҫлет. Ял хуҫалӑхӗсем тыр-пула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен пухса кӗртесшӗн.
Чӑваш Енри «Техмашхолдинг» туса кӑларакан комбайна «Айдак» ят парасси, уншӑн нумай ҫын сасӑлани пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ҫапларах хыпарлаҫҫӗ: комбайн «Айдак» мар, «Аван» ятлӑ пулӗ.
Мӗншӗн ҫапла йышӑннӑ-ха? Аркадий Айдакӑн ҫемйипе канашланӑ хыҫҫӑн. Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑхӑн ҫӗршывӗпех палӑрнӑ пуҫлӑхӗ ячӗпе шкул тата этнопарк хисепленет. Ҫавна май ҫемье комбайна урӑхла ят пама сӗннӗ. Сасӑлавра вара «Айдак» хыҫҫӑн «Аван» ят пулнӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «Перспектива» гранта илмелли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑна 23 фермер тивӗҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 125 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенчи 10 усламҫӑ гранта ҫырла ӳстерме тивӗҫнӗ. Сурӑх ӗрчетекен 7 усламҫӑ ку укҫапа хӑйӗн ӗҫне аталантарӗ. Аквакультура енӗпе ӗҫлемешкӗн 6 усламҫӑ гранта тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: «Перспектива» грант – аграри усламне аталантарма уйӑракан субсиди. Ӑна сыр пӗҫерекенсене, аквакультура таварӗсемпе ӗҫлекенсене, ҫырла ӳстерекенсене тата сурӑх ӗрчетекенсене параҫҫӗ.
Чӑваш Енре хӑмла музейне йӗркелесшӗн. Ҫапла хыпарлать ТАСС ЧР ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн сӑмахӗсене илсе.
Ӑҫта пулӗ вӑл? Темиҫе вариант пур. Пӗри – Ҫӗрпӳ районӗ. Ҫавӑн пекех музея Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче вырнаҫтарма сӗнекенсем пур.
Мӗн кӑтартӗҫ унта? Сӑра мӗнле вӗретнине. «Пӗтӗм савӑт-сапана пухӑпӑр, хӑмла мӗнле ӳстернине, ӑна мӗнле хатӗрленине, салат тунине, сӑра вӗретнине кӑтартӑпӑр. Ӗҫ пуҫланнӑ», - тенӗ Сергей Артамонов.
Чӑваш Енре туса кӑларакан хӑмла пуҫтармалли комбайн валли ят суйласси пирки пӗлтернӗччӗ. «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал вӑл мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: ҫынсем тӗрлӗ ят сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмелич», «Хмельмаш», «Хмелероб», «Чӑвашхмель»…
Сасӑлава 117 ҫын хутшӑннӑ. Мӗнле ят ҫӗнтернӗ-ха? «Айдак» ятшӑн 86,32 процент сасӑланӑ. Ыттисем 5 процент кӑна пухнӑ.
Палӑртмалла: комбайна «Техмашхолдинг» кӑларать. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче техникӑна тест режимӗнче тӗрӗслӗҫ.
Канаш районӗнче тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын халӗ те комбайнпа ӗҫлет. Катек ялӗнчи Михаил Петров «Палессе» комбайнпа тырӑ вырать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл 77 ҫул тултарнӑ. Ӑна вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хире пырсах саламланӑ. Юрласа ташласа та кӑтатнӑ чечек ҫыххи те тыттарнӑ.
Михаил Петров ял хуҫалӑхӗнче мӗн ҫамрӑкранпа тӑрӑшать. Механизатор пулса вӑл ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшать.
Етӗрне районӗнче фермерсен слётне пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттерме палӑртса хунӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале регионти чи маттур усламҫӑсем пуҫтарӑнӗҫ, ҫав шутра кӑҫал гранта тивӗҫнӗ аграрисем те.
Слётра чи лайӑх 100 фермерӑн рейтингӗпе тата «Перспектива» (чӑв. Малашлӑх) конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе палаштарӗҫ.
Ҫав кунах Чӑваш Енри фермерсем Раҫҫейри «Народный фермер» (чӑв. Халӑх фермерӗ) ассоциацине кӗресси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пусӗҫ.
Чӑваш Енре «Техмашхолдинг» хӑмла пуҫтармалли комбайн туса кӑларать. Пӗрремӗш машинӑна ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тест режимӗнче тӗрӗслӗҫ.
Халӗ комбайн валли ят шыраҫҫӗ. Ҫынсем ҫакнашкал ятсем сӗннӗ: «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмельмаш», «Хмелечёс», «Хмелероб», «Хмелич», «Xmelix». Петӗм варианта комиссие пӑхса тухма панӑ. Унта креативлӑ 5 ята суйлӗҫ те сасӑлава тӑратӗҫ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 12-17-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнче комбайн мӗн ятлӑ пуласси паллӑ пулӗ.
Палӑртмалла: хӑмла пуҫтармалли пӗрремӗш комбайн лайӑх ӗҫлесе кайсан ку машинӑна ҫулталӑкне 5-10-шар кӑларма тытӑнасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |